Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
11 Июлӗн 2025, 05:34

Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă

Районти ача-пӑча библиотеки Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем валли «Картишне вулама тух» литература беседки  йӗркеленӗ.

Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнăАча садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ҫулла - тӗлӗнмелле вӑхӑт! Хӗвел, туссем, йӑл кулӑ, лайӑх кӑмӑл-туйӑм. Тата ҫулла вуламалли вӑхӑт, чи интереслӗ кӗнекесемпе журналсене. Районти ача-пӑча библиотеки Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучка», «Затейники» тата «Гномики» ушкӑнсенче вӗренекенсем валли «Картишне вулама тух» литература беседки йӗркеленӗ.
Библиотекарьсем «Маша и Медведь» юмаха вуласа панă, юмаха сӳтсе явнă, унта ачасем хӑйсен шухӑшĕсене пӗлтернĕ. Малалла ачасем ача-пӑча журналӗсемпе кӗнекисене пăхса тухнă, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă, юмахри викторина ыйтӑвӗсене хуравланă, ҫавӑн пекех уҫӑ сывлӑшра вӑйӑсем вылянă. Нумай ҫамрӑк вулаканшӑн, ҫуллахи вулав илӗртӳллӗ пуласса, киленӳ кӳрессе, ҫӗнӗ пӗлӳпе пуянлатасса шанатпӑр.
#ДвороваяПлощадка2025
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
#ЧитаемДетям
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Ача садĕнчи ачасене кĕнекесемпе тата журналсемпе паллаштарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас