Юратупа çемье тата шанчӑклӑх кунӗнче çак илемлӗ уява халалласа Пишпÿлекри Культура керменĕн «Булавка» студи ертӳҫи Ирина Аглеева макраме техникипе «Йӑх йывӑҫҫи» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, ӑна час-часах «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» теҫҫӗ. Вӑл, уйрӑмах ҫемьепе ӑру контекстӗнче, тарӑн пӗлтерӗшлӗ символ шутланать. Вӑл ӑрусен ҫыхӑнӑвне, йӑха тӑснине, пурнӑҫ энергийӗпе ҫемье ырлӑхне пӗлтерет. Макраме - ҫипрен тунӑ панно, вăл йывӑҫ евӗрлӗ, унӑн тымарӗсем мӑн асаттесене, тăрри - пӗрлехи энергетикӑпа пӗрлешнӗ несӗлсене пӗлтерет.
#БижбулякскийДК #мастеркласс #булавка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.