Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
14 Июлӗн 2025, 06:44

Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ

Мелевĕспуçĕнчи хăтлă ял клубӗнче манӑҫми пулӑм — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ.

Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕМелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ

Мелевĕспуçĕнчи хăтлă ял клубӗнче манӑҫми пулӑм — Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Ку —ҫемье телейӗпе килӗшӗвӗн чӑн-чӑн уявӗ, ӑшӑлӑхпа тата чӑнлӑхпа тулнӑскер пулнă.

Мероприяти аслисемпе ачасене пӗрлештернӗ, пултарулӑхпа савӑнӑҫӑн ҫутӑ уявне ҫаврӑннă. Ҫитӗннӗ артистсем «Чашлама» юрă ансамблӗ чун-чӗререн тухакан юрăсем хатӗрленӗ, зала уйрӑмах ӑшшӑн, юратса шӑрантарнӑ юрӑсемпе тултарнӑ. «Мелевĕспуç ҫӑлтӑрӗсем» ачасен ушкăнĕ те уява хастар хутшӑннӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе, хастарлӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ял старости Александр Дмитриевич Федотов пурне те Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗпе тата икӗ ҫветтуй апостолсене Петӗрпе Павăла асӑнса ирттернӗ православи уявӗпе саламланă.

Чӗннӗ хӑна Ирина Семеновна Мазуренко — СВО геройӗн Андрей Ивановӑн амӑшӗ пулнӑ.

Каҫ «Мелевĕспуç ҫӑлтӑрӗсем» ача-пӑча коллективӗн «Вперед, Россия!» ташӑпа патриотла нотӑпа вӗҫленнӗ. Ӑшӑ хутшӑнупа та тутлӑ кучченеҫпе, хутшӑнакансен чӗринче ҫутӑ хавхалану туйӑмӗ хӑварса Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ ӑшшӑн иртнӗ, ҫемьери хаклӑхсене ҫирӗплетнӗ, ҫывӑх ҫынсен пирӗн пурнӑҫри пӗлтерӗшӗ ҫинчен кашнинех аса илтернӗ.

Пирӗн пултаруллӑ ачасемпе аслисене хастарлӑхшӗн пысӑк тав. Тав тӑвакан куракансене мухтав та хисеп.

#Деньсемьилюбвииверности2025#Бижбулякскийрайон#МалоМенеузовскийСК

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club188747178

 

 

Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче манӑҫми каç иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас