Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
14 Июлӗн 2025, 06:35

«Мул шыраса»

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти кăнтарлахи лагерьте хаваслӑ та чуна тыткӑнлакан «Мул шыраса» квест — мул шыракан ирттернӗ.

«Мул шыраса»«Мул шыраса»
«Мул шыраса»

 

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти кăнтарлахи лагерьти кун ачасемшӗн яланхи пекех «Хӑвӑнтан пуҫла!» ирхи зарядкӑран пуҫланнă, унтан пурте ирхи апата кайнă.

Хаваслӑ та чуна тыткӑнлакан «Мул шыраса» квест — мул шыракан ирттернӗ. Ачасен Мул утравӗн карттине татӑкӑн-татӑкӑн пуҫтарса чӑн-чӑн мул тупмалла пулнă.

Вӑйӑ-квест «Тинӗс кашкӑрӗ», «Мул шыракансен йывӑрлӑхӗсем», «Тинӗс ҫӳревҫисен паллисем», «Чӑрмавсен тӑрӑхӗ», «Карттӑсене уҫни» станцисем тӑрӑх ҫулҫӳрев формипе иртнӗ.

 Пур задание те ачасем пурнӑҫланă. Мула тупнă! Унта хутшӑнакансем пурте нумай вӑй-хал, тинӗс пек нумай кӑмӑл-туйӑм илнĕ.

#НавигаторыДетства
#НавигаторыДетства02
#Росдетцентр
#ДвижениеПервых

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210652587

 

«Мул шыраса»
«Мул шыраса»
«Мул шыраса»
«Мул шыраса»
«Мул шыраса»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас