

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Почемучка», «Затейники» тата «Гномики» ушкӑнсен воспитанникӗсем валли районти ача-пӑча библиотекин ӗҫченӗсем паллӑ поэтесса Агния Львовна Барто пултарулӑхне халалласа «Агния Барто поэзи ҫӗршывӗ тӑрӑх ҫулҫӳрев» сӳтсе явмалли элементсемпе саспа вулассине ирттернĕ.
Библиотекарь ачасене Агния Львовна портретне кӑтартнă. Çак хӗрарӑмăн кӗнекисене вуласа пӗр ӑру кăна ӳсмен. Унӑн пултарулӑхӗн девизӗ: «Эпӗ ачасене савӑнӑҫ парнелерӗм, вӗсем вара мана ҫамрӑклӑха тавӑрчӗҫ», — сӑмахсем пулнă. Унӑн хайлавӗсем пур чӗрӗ чуна та ырра, перекетлӗ пулма вӗрентеҫҫӗ. Малалла «Игрушки» пуххинчи хаваслӑ, харсӑр, ырӑ «Мишка», «Бычок», «Кораблик», «Мячик» тата ытти сӑвӑсене вуланă. Ачасем сӑвӑсене сӳтсе явнă та вӗсем хаваслӑ тесе пӗтӗмлетӳ тунă, хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмалли, мӗнле ҫын пулса ӳсмелли, мӗнпур чӗрчуна упрамалли, кӗҫӗннисемпе аслисене мӗнле пӑхмалли пирки чӑнласах шухӑшлама хистеҫҫӗ. Унтан вӗсем Агния Барто пултарулӑхӗн темипе хӑйсен ӳкерчӗкӗсенче фантазиленӗ, юратнӑ сӑввисем валли иллюстрацисем шухӑшласа кӑларнӑ.
Мероприяти интереслӗ те пӗлӳллӗ пулнă. Тупмалли юмахсем, пуҫтах сӑвӑсем, юрӑсем ачасене Агния Барто поэзийӗн чаплӑ тӗнчине кӗрсе ӳкме пулӑшнă. Ҫамрӑк вулакансемпе тӗлпулу питӗ хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ.
#ДвороваяПлощадка2025
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
#ЧитаемДетям
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221?from=groups