Пӗрремӗшсен Сменисенче пултарулӑха халалланӑ кун иртнӗ. Отрядсенчи ҫамрӑк ҫынсем тӗрлӗ ҫӗршывсен ташшисене хатӗрленӗ: гавай, япони, китай, тухӑҫ.
Анчах ташша кӑна мар, ҫи-пуҫа креативлӑ илемлетме те -- костюмсене тума та вӑхӑт уйӑрнӑ.
Кашни кун Сменӑра тӗрлӗ ҫул-йӗре халалланӑ, вӗсене вӗҫлесен ачасем хӑйсен хаклӑ единицисене илеҫҫӗ. Ҫак кун та уйрӑм мар, чи лайӑх отрядсем пултарулӑхпа фантази кӑтартнӑшӑн хӑйсен единичкисене илнӗ.
#СменыПервых
#ДеньПервых
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕнчи Пӗрремӗшсен юхӑмӗн социаллă сетьри страницинчен.