

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн кану площадкин ачисем районти Культура керменӗнче вырнаҫтарнӑ «Хӑюлӑхпа чыслӑх ялавӗ» çутӗҫ марафонӗпе килӗшӳллӗн Пушкӑртстан Республикин ятлӑ подразделенийӗсен Ялавӗсен куравне ҫитсе курнă.
Курава Пушкӑртстанри паллӑ ҫар подразделенийӗсен ялавӗсен историне халалланӑ. Кашни Ялав уйрӑм символика илсе пырать, вӑл хӑйӗн подразделенийӗн чун хавалне кӑтартса парать, пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхне кӑтартать.
Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн наука сотрудникӗ Вероника Мухаметова историе питӗ тӗплӗ каласа панă, кашни подразделени пирки интереслӗ фактсемпе паллаштарнă. Ячӗсем халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхе упранса юлнӑ паттӑрсен паттӑрлӑхӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнă.
Курава ҫӳрени историе чӑн-чӑн çулçÿрев пулнă. Ҫакӑн пек май пулнӑшӑн йӗркелӳҫӗсене тав тăватпăр!
#Знамя_мужества_и_чести
#История
#Патриоты
#ДетскаяДосуговаяПлощадка
#СедякбашскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023?from=groups