

Июлӗн 26-мӗшӗнче Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн «Тăванлăх» чӑваш халӑх фольклор ансамбльне хутшӑнакансем Оренбург облаçĕнчи пӗр илемлĕ вырăнта вырнаçнă ялăн юбилейне халалланӑ уяв мероприятине хутшăннă.
Оренбург облаҫӗнчи Абдулин районĕнчи Кăрми ялӗнчи Культура çурчӗн территорийӗнче савӑнӑҫпа килӗшӳлӗх, хаваслӑхпа ырӑлӑх атмосфери хуҫаланнă.
Пушкӑрт Республикинчи ытти коллективсемпе пӗрле: Мияки районӗнчи Кожай-Семеновка, Пишпÿлек районӗнчи ситексемпе пĕрле ситекпуçсем куракансене ҫутӑ туйӑмсем, ӑшӑ асаилӳсем парнеленĕ.
Яла сирӗн тӑван кӗтесӗрти кашни урампа кашни кил-ҫурт ӑшне путнӑ историпе, йӑла-йӗркепе тата ӑшӑпа тулнӑ ҫак паллӑ кунпа саламлатпӑр.
Чӗннӗшӗн тав тăватпӑр! Пирӗн хушӑри туслӑх ҫултан-ҫул ҫирӗпленсе пытӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023?from=groups