«Юмах-суя, анчах унта систерӳ, ырӑ маттурсене урок!»- «Ылтӑн автан çинчен хывнӑ юмахри» ҫунатлӑ пуплев. Ҫак пуплевӗн пӗлтерӗшӗ-шухӑшласа кӑларнӑ историсенче те пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ уроксемпе ӑславсем пур.
Ҫапла вара, юмах сюжечӗ шухӑшласа кӑларнӑ та тӗрӗс мар пулин те, унта ӑнланма, ӑша хывма вӑрттӑн пӗлтерӗш пуррине палӑртать пуплев.
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи юмах вулассинчи тӗллев ачасене юмахсемпе паллаштарасси пулнӑ, мӗншӗн тесен шӑпах юмах урлӑ ачасем ырӑпа усал, туслӑхпа сутӑнчӑклӑх, хӑюлӑхпа хӑравлӑх ҫинчен пӗрремӗш шухӑшӗсене илеҫҫӗ-ҫке. Шӑпах юмахсем ачана лайӑххипе начарри мӗн иккенне ӑнланмалла каласа параҫҫӗ.
Ачасемпе «Манӑн юратнӑ юмахсем», «Мана килӗшекен юмахри геройсем» калаҫусем ирттернĕ, малалла юратнӑ юмахри геройсене ӳкернĕ, «Хур-акӑшсем» юмаха пӑхнă.
Ачасем хӑйсем пӗлекен юмахсен сюжечӗсем тăрăх вылянă, юмахри геройсене тупмалли юмахсен тупсӑмӗсемпе чухланă. Ҫавӑн пекех юмахсемпе юратнӑ кӗнекесен куравне те йӗркеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.