Пур хӗрачасемпе арҫын ачасен чи юратнӑ теттисенчен пӗрин Чебурашкӑн ҫуралнӑ кунӗнче (августӑн 20-мӗшӗ) Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем «Крокодил Гена тата унӑн тусӗсем» кӗнекери юратнӑ эпизодсене аса илнĕ, туслӑх ҫинчен калаçнă, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă, Чебурашка валли «Пусть бегут неуклюже...» юрӑ юрланă.
Пур именниниксене те парне парасси йӑлара. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем Чебурашка валли унӑн сӑнӗллӗ портретсем, торт тата шариксем ӳкернӗ.
Унтан пурте пӗрле тата пысӑк хаваслӑхпа Крокодил Генӑпа Чебурашка ҫинчен калакан ырӑ мультфильм пăхнă.
Чебурашкӑн тӗнчипех тус нумай ӗнтӗ, анчах паян вӗсем тата йышланнă. Ҫак кун пирӗн воспитанниксен асӗнче вăраха юлӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.