Баймак районӗнче Пушкӑрт лашин пӗтӗм тӗнчери «Башкорт аты» IV фестивалӗнче сентябрӗн 6-мӗшӗнче «Ӑстасен хули» анлӑ курав-суту-илÿ иртет. Вӑл йӑлана кӗнӗ лаша капӑрлӑхне тумалли канонсене упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекенсене пурне те ҫӗнӗрен пӗрлештерӗ.
Курма килекенсене ал ӗҫӗнчи хӑйне евӗрлӗ хайлавсен экспозицийӗсем кӗтеҫҫӗ. Кунта таканланӑ, шӑратнӑ япаласем, шор ремеслин изделийӗсем (йӗнерсем, йӗвенсем, нухайккӑсем, пушӑсем), ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ пушкӑрт ашӑкӗн тӗрлӗ тӗсне – сергетыш, кӗҫҫе япаласем тата йывӑҫран ӑсталанӑ япаласем курма май пулӗ.
Курава Баймак, Абзелил, Бурзян, Гафури, Учалă, Ишимбай, Зилаир, Белорецк, Мияки тата Пишпÿлек районӗсенчи, Стерлитамак, Сибай, Нефтекамск, Ишимбай, Уфа, Челябинск облаҫӗнчи тата Казахстан Республикинчи 40 яхӑн пултаруллӑ ӑста хутшӑнӗ. Фестивальте пурин валли те ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Кунта кашниех хӑй тӗллӗн «септә» лаша виттисене ӑсталаса пӑхма пултарӗ. Чаплӑ эрешсем тума май паракан тамбур тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашни чӑн-чӑн открыти пулӗ. «Башкорт аты» хӑнисене сергетыш ӑсталакан мастер-классене хутшӑнма, йывӑҫран касса кӑларнӑ япаласен варттăнлăхĕсене алла илме е хӑйне евӗрлӗ кӗҫҫе япаласем тума вӗренме сӗнӗҫ. «Ӑстасен хули» курав-суту-илӳ ӗҫне 9.00 сехетре пуҫӑнĕ.
Министерствӑсемпе ведомствӑсем.