Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
12 Сентябрӗн , 11:14

Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче пелÿ сехечĕ иртнĕ.

Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Астăвăм ҫӗнӗ куна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе йӗркеленӗ, ӑна Дагестан аслӑ поэчӗн Расул Гамзатовӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Расул Гамзатов поэтӑн еткерлӗхне ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тата унӑн тулашӗнче палӑртнӑ: Раҫҫей мегаполисӗсенчи тата Дагестанри урамсенчен пуҫласа Санкт-Петербургри сквера ҫити, унӑн Тӑван ҫӗршывӗнчи чикӗ карапӗпе ГЭСран пуҫласа космосри астероид таранах. Унӑн ятне те, чи паллӑ культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсем тытса тӑраҫҫӗ. 
Çак уява тата сентябрӗн иккӗмӗш эрнекунӗнче Республикӑра иртекен Пушкӑртстан халӑхӗсен наци тумӗн кунне халалланӑ пӗлӳ сехечӗ Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче иртнӗ. Ачасем чаплӑ уявсен историйӗпе, пушкӑрт, тутар, вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен наци тумӗсен элеменчӗсемпе тата эрешӗсемпе паллашнă. Мероприятире И.С. Тургеневпа Р. Гамзатов сӑввисем янӑранă. Илтнине ҫирӗплетес тесе ачасем чӑваш литературипе ӗҫлекен библиотека секторӗ хатӗрленӗ «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗ» информаци буклечӗсене илнĕ.
#НациональныйКостюм2025 и #МиллиКейем2025
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Пишпÿлекри тĕп библиотека студентсемпе пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас