Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулта Пушкӑртстан Республикинчи халӑхсен наци тумӗн кунне халалланӑ мероприятисем иртнĕ.
«Эпӗ наци тумӗпе вӗренетӗп» акцие шкулта вӗренекенсемпе педагогсем хастар хутшӑннă.
Ҫавӑн пекех шкулта «Чӑваш наци костюмӗ: аваллӑхран пуҫласа хальхи вӑхӑтчен», «Наци костюмӗ - халӑхӑн еткерӗ» класс сехечӗсем иртнĕ, унта вӗренекенсем Пушкӑртстан Республикин территорийӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн наци костюмӗсене йӗркелессин историйӗпе паллашнă.
Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни тӑван халӑх йӑли-йӗркипе кӑсӑкланнине, тӑван тӑрӑхпа мӑнаҫланнине, халӑх ӑстисен ӗҫне хисепленине аталантарма пулӑшать.
#учусьвнациональномкостюме
#ДеньНациональногоКостюма2025
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкултăн социаллă сетьри страницинчен.