Ачасем хутран темӗн ӑсталама питӗ юратнине пурте пӗлетпӗр.
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн «Почемучки» аслӑ ушкӑнри ачасем хутран оригами техникипе кулӑшла кушак тунӑ. Кушаксем хаваслӑ та ашкӑнчӑк пулса тухнӑ. Мӗншӗн тесен ачасем ал ӗҫне илемлетнӗ чухне фантазипе ӑс-хакӑл кӑтартнӑ.
Хут оригами ачасемшӗн мӗнпе усӑллă-ха. Оригами ӗҫӗ-хӗлӗ ача аталанӑвӗшӗн пĕлтерĕшлĕ. Ахаль хут листинчен фигурӑсем тӑвасси - чӑн-чӑн асамлӑх. Хутпа аппаланнӑ вӑхӑтра чӑтӑмлӑх, тӑрӑшулӑх, тавҫӑрулӑх аталанать. Ачасем хута схемӑпа хуҫлатаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пӳрнесене координацилеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасен калаҫӑвӗ те аталанать. Хут листине шӑпах мӗнле хуҫлатмаллине асра тытса ачасем ӑс-тӑна хӑнӑхтараҫҫӗ. Оригами туса ачасем хӑйсен канӑвне усӑллӑ хаваслӑ та илӗртӳллӗ ирттереҫҫӗ.
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.