

Библиотека ӗҫӗн ертсе пыракан формисенчен пӗри — библиотека урокӗ. Библиотека урокӗсен тӗп тӗллевӗ — кӗнекепе ӗҫлемелли пуҫламӑш пӗлӗве, пултарулӑха тата хӑнӑхусене йӗркелесси, ачасене библиотекӑпа тата тӑтӑшах вулассипе паллаштарасси, библиотека фончӗсенче, интернетра кирлӗ информацие шырама пултарасси. Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулта «Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» ятлă библиотека урокӗ иртнӗ. Районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем пуҫламӑш классене ҫитсе курнă.
Библиотека урокӗсем — библиотекарӗн ҫыннӑн информаци культурине йӗркелес, информаци ҫӑлкуҫӗсемпе хӑй тӗллӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗрлес ӗҫӗн тӗп тӗсӗ. Библиотекӑри кашни урок урокӑн задачисемпе тӗллевӗсене тивӗҫтермелле: вӗренӳ, воспитани, аталану.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.