Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Культура
1 Октябрӗн 2025, 05:51

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунă

Çирĕклĕ клубӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открыткисем хатӗрлес енӗпе пултарулӑх сехечӗ иртнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунăПӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунă
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунă

Çирĕклĕ клубӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открыткисем хатӗрлес енӗпе пултарулӑх сехечӗ иртнӗ.

Хамӑр алӑпа ӑсталанӑ открытка — пирӗн юратнӑ асатте-асаннесемпе кукаçей-кукамайсемшӗн чаплӑ парне, вӑл чун пӗрчипе юрату тумламне хӑй ӑшӗнче упрать-ҫке. Ӑна тунӑ чухне эпир палӑртнӑ ҫын ҫинчен шухӑшлатпӑр. Кун пек открытка илни вара икӗ хут кӑмӑллӑрах, ӑна ӑшӑпа, савӑнӑҫ парнелес кӑмӑлпа тунине пӗлетӗн вӗт!

Ачасем хутран, «аппликаци» техникӑпа открыткӑсем тунӑ.

Ачасем салам открыткисем питӗ кӑсӑкланса ӑсталанӑ, ӑсталанӑ хыҫҫӑн вара вӗсем ҫине тӑрӑшса хӑйсен асатте-асламăшсемпе кукаçей-кукамăшсемшӗн уяв ячӗпе ӑшӑ сунӑмсемпе саламсем ҫырнӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

 

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунă
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн салам открытки тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас