Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
3 Октябрӗн 2025, 05:28

Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе чаплă уяв ирттернĕ

Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче «Чунпа ҫамрӑк ялан» Ваттисен кунӗ ячӗпе уяв ирттернӗ.

Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе   чаплă уяв ирттернĕКистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе   чаплă уяв ирттернĕ
Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе чаплă уяв ирттернĕ
Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗн «Чунпа ҫамрӑк ялан» Ваттисен кунӗ ячӗпе ирттернӗ уявра сумлӑ хӑнасене ырӑ сывлӑх, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх тата вӑрӑм ӗмӗр сунни янӑранă. Кинемейсемпе мучисем кăмăллă лару-тӑрура калаҫма, ҫамрӑк ҫулсене аса илме, викторинӑсемпе конкурссене хастар хутшӑнма пултарнă. «Солнышко» ача-пӑча юрă коллективӗ юрӑ-кӗвӗпе, сӑвӑ вуланипе, юмах инсценировкипе савӑнтарнă. Аслӑ ӑрури ҫынсем чаплӑ уявшӑн савӑнăçлă юлнă, вӗсемшӗн, пирӗн хисепрен, тӑрӑшнинчен, тимлӗхрен пахи нимӗн те ҫук-ҫке.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе   чаплă уяв ирттернĕ
Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе   чаплă уяв ирттернĕ
Кистенлӗпуçĕнчи ял клубӗнче Ваттисен кунӗ ячӗпе чаплă уяв ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас