Çутă çул
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Октябрӗн 2025, 11:01

Путин президент ҫумӗнче культура енӗпе канаш туса хурасси пирки указа алӑ пуснӑ

#владимирпутин

Путин президент ҫумӗнче культура енӗпе канаш туса хурасси пирки указа алӑ пуснӑ
Путин президент ҫумӗнче культура енӗпе канаш туса хурасси пирки указа алӑ пуснӑ

#владимирпутин

Документа право информацийӗн порталӗнче пичетленӗ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ Президенчӗ ҫумӗнче культурӑпа искусство канашӗ вырӑнне Культура енӗпе канаш туса хурасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ канашлупа консультаци органне культура енӗпе патшалӑх политикине лайӑхлатас тата тухӑҫлӑ пурнӑҫлас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Канаш председателӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ хӑй пулать, унӑн ҫумӗ — Карен Шахназаров режиссер, секретарӗ пулма президент пулӑшуҫине Владимир Мединские лартнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Канаш йышне çавӑн пекех Уфара ҫуралса ӳснӗ опера юрӑҫи, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Пушкӑртстанӑн халӑх артисчӗ Ильдар Абдразаков кӗнӗ.

Патшалӑх пуҫлӑхӗн указӗпе ачасемпе ҫамрӑксем валли хайлавсемпе проектсемшӗн РФ президенчӗн культура енӗпе премине туса хунӑ. Ҫулсерен 5 млн тенкӗлӗх виҫӗ преми парӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: кремлин.ру.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2025-10-07/putin-podpisal-ukaz-ob-obrazovanii-soveta-pri-prezidente-po-kulture-4417864

 

 

Путин президент ҫумӗнче культура енӗпе канаш туса хурасси пирки указа алӑ пуснӑ
Путин президент ҫумӗнче культура енӗпе канаш туса хурасси пирки указа алӑ пуснӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас