Михайловкăри Культура çуртĕнчи «Затейники» пултарулӑх мастерскойӗнче «Асамлӑ ҫип» ниткографи техникипе мастер-класс иртнӗ. Ӑсталӑх класне хутшӑнакансем ниткографи пӗр тӗсӗпе — ниткопиҫпе - паллашнă. Гуашьпе ҫиппе ӳкересси питӗ ансат та илӗртӳллӗ ӳкерӳ меслечӗ. Ачасем фантазие ĕçлеттерсе абстрактлӑ сӑнарсем тунă, юлашкинчен питӗ илемлӗ картинӑсем пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.