Пăслăк ялӗнчи «Солнышко» ача сачӗн воспитанникӗсем валли Пăслăкри Культура çуртĕнче «Курай - пушкӑрт халӑхӗн чунӗ» пӗлӳ сехечӗ иртнӗ.
Музыкант, Ф.Карим преми лауреачӗ, ПР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Раиль Рустамович Едиханов ачасене курай ҫинчен халап каласа панă. Иллюстраци материалӗсемпе усӑ курса, курай вӑййине итлесе ачасем пушкӑрт халӑхӗн культурин ӗмӗрсен тарӑнӑшне кӗрсе кайнă.
#денькурая
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.