

Чӑвашсем мӗн авалтан ҫӗр ӗҫӗсен тӗп ярӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ уявсене паллӑ тунӑ. Кӗрхи тапхӑрти йăла уявĕсенчен пӗри вӑл — Кĕр сăри.
Октябрӗн 24-мӗшӗнче Пишпÿлекри Культура керменӗнче иртнĕ «Кĕр сăри» наци йӑла уявне Мелеспуç ял клубĕн «Чашлама» фольклор ансамблӗ хастар хутшӑннӑ.
«Чашлама» фольклор ансамблӗ «Кӗреке ӑҫти» номинацие хутшӑннине уйрӑммӑн палăртмалла, унта вăл грамотӑпа парне илнĕ. Ку конкурс районти «Кĕр сăри» уявĕн наци йӑлин уйрӑлми пайӗ шутланать. Конкурса хутшӑнакансем авалхи технологие упраса, хӑйсен хайлавӗсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗн уйрӑм эстетикипе хӑйне евӗрлӗ тутине парса ҫут ҫанталӑк ҫимӗҫӗсенчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Кашни хутшӑнакан куракансене сӗнсе хӑйӗн пултарулӑхне, халӑхӑмӑрӑн авалхи апат-ҫимӗҫне хисеплеме тӑрӑшать.
«Сăра ăсти» номинацине уйрӑмах тимленӗ, унта хутшӑнакансем йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартнă. Палӑртнă ҫынсен хушшинче Валентина Георгиевна Саливанова та пулнă, вӑл хӑйӗн кулинари искусствишӗн тата халӑх йӑли-йӗркине парӑннӑшӑн тивӗҫлĕ хут тата хаклӑ парне илнӗ.
Ҫак уяв район ҫыннисене манӑҫми туйӑмсем парнеленӗ, пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен хушшинче пӗрлӗх сывлӑшне ҫирӗплетнӗ чӑн-чӑн халӑх культурин уявӗ пулса тӑнă.
#Кӗрсӑри#Бижбулякскийрайон#МалоМенеузовскийСК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелеспуç ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.