«Ал ӑстисем валли кӗнеке десанчӗ: хӳтлӗх тӑвакансене пулӑшатпӑр!» – ҫакӑн пек ятпа Сухоречкăри ял библиотекинче акци иртнӗ.
Сухоречкăри ял библиотекин библиотекарӗ Г.П. Габдрахманова Сухоречка ялӗнчи волонтер штабне ҫитсе курнă, унта ылтӑн алӑллӑ чаплӑ хӗрарӑмсем Ҫĕнтерӳшӗн ӗҫлеҫҫӗ, боецсем валли маскировка тата дронсене хирĕç сеткăсем ҫыхаҫҫӗ.
Вăл вӗсене вĕсен ӗҫĕнче пулӑшас тесе кӗнекесем илсе килнĕ, канӑвӑн, хавхаланӑвӑн кӑмӑллӑ минучӗсене парнелесе вӗсем ҫинчен асра тытнине, хакланине аса илтерме.
Эсир - пирӗн тылри чӑн-чӑн паттӑрсем, пирӗн боецсем валли хӳтлӗх тӑвакансем. Тавтапуҫ сире хаклӑ ӗҫӗршӗн.
Ҫак кӗнекесем сире савӑнӑҫпа вӑй-хӑват кӳччӗр.
Кашни ҫыхнӑ сеткă - пирӗн пӗрлехи Ҫӗнтерӗве тӳпе хывни, кашни волонтер – чӑн-чӑн герой.
Эпир сирӗнпе мăнаçланатпӑр, эсир пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватпӑр!
#Сухореченскаясельскаябиблиотека
#КнижныйДесант
#Единоесердце
#ВолонтерыКультуры #Поддержка #Забота #ВажноеДело
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.