

Ҫулсерен иртекен «Ночь искусств» культурӑпа ҫутӗҫ акцийӗпе килӗшӳллӗн Çирĕклĕри ял клубӗнче «Культурӑсен пӗрлӗхӗнче — халӑх вӑйӗ» декоративлӑ-прикладной пултарулӑх изделийӗсен куравӗ иртнĕ, унта Илария Сергеевна Гаврилова ӑстаҫӑ шӑрҫаланӑ картинӑсене курма май пулнӑ.
Курава килнисем паллаштарнӑ ӗҫсене кӑсӑкланса пӑхса тухнă, ертӳҫе ыйтусем панă тата ӗҫсене пурнӑҫламалли техника пирки тӗплӗ информаци илнĕ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнă.
Хӑнасене шӑрҫаран, гофристланӑ картонран тунӑ ҫутӑ картинӑсем уйрӑмах кӑсӑклантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.