Кистенлӗпуç клубӗнчи Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ концерт программинчи атмосфера ӑшӑлӑхпа, чунлӑхпа тулнă. Пултарулӑх коллективӗсем пӗрремӗш аккордсенченех куракансен тимлӗхне çĕнсе илме пултарнă. Вут хыптаракан ритмсем, ҫутӑ костюмсем никама та сӳрӗк хӑварман. Сцена ҫинчен «Илем» юрă ансамблӗ, «Ивушка» ташӑ коллективӗ шӑрантарнӑ халӑх тата патриотизм юрри-ташши янӑранă. Артистсем мероприятие хутшӑнакансене пурне те ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленĕ. Пурне те Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Ҫак кун пирӗн пӗрлӗхӗн, малашлӑха шаннин тата Раҫҫейӗн мухтавлӑ иртнӗ кунӗсене хисепленин символӗ пулса тӑтӑр. Ҫирӗп сывлӑхпа савӑнӑҫ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗпуç ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.