Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
6 Ноябрӗн 2025, 07:33

Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулăх шкулӗнче «Культурӑсен пӗрлӗхӗнче - халӑх вӑйӗ» девизпа халӑх ӳнерӗн кунне халалласа «Ночь искусств» акци иртнӗ.

Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑхИскусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулăх шкулӗнче «Культурӑсен пӗрлӗхӗнче - халӑх вӑйӗ» девизпа халӑх ӳнерӗн кунне халалласа «Ночь искусств» акци иртнӗ. Д.Ю. Федоровапа А.О. Фролова преподавательсем пӗлӳ лекцийӗ - халӑх инструменчӗсен аталанӑвӗн историйӗ ирттернӗ. Итлекенсен  преподавательсен Р.Р. Едихановӑн, Д.Ю. Федорован, гитара класӗнче вӗренекенсен А.Абдуллинӑн, Г. Петровӑн, А. Алексеевӑн, çаплах Уфаран килнӗ хӑнан  Рамина Фоатовна Казиханован домра купӑсӑн, параппансен, кубызпа курайӑн музыка инструменчӗсен сассине итлеме питӗ лайӑх май пулнă. 
Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче пурте наци колоричӗн элеменчӗсемпе асӑнмалӑх сувенирсем хатӗрлекен мастер-класа хутшӑнма ӳнер класне куҫнă. Кашни хутшӑнакан хӑй валли тӗрлӗ наци эрешӗн йывӑҫ хатӗрне суйласа илнӗ, акрил сӑрӑпа сӑрланӑ. Процеспа пурте питӗ кӑмӑллӑ юлнă. Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх пек. Вӑл пирӗн тӗнчене ҫутӑрах та интереслӗрех тӑвать, ӗмӗтленме пулӑшать.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулăх шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Искусство - пире пур ҫӗрте те хупӑрласа тӑракан асамлӑх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас