

Пирӗн ентеш, Дюсян ялӗнче ҫуралса ӳснӗ совет дипломачӗ тата обществӑпа политика деятелӗ Карим Абдрауфович Хакимов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалласа Ситекпуçĕнчи библиотекăра «Аслӑ дипломат Карим Хакимов» историпе литература сехечӗ иртнӗ. Ачасем паллӑ общество деятелӗн Карим Хакимовӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнă. Мероприятире вӗсем вăл СССРпа араб ҫӗршывӗсем хушшинче совет Раҫҫейӗн ҫак регионсенчи пӗрремӗш полномочиллӗ представителӗ пулса дипломати хутшӑнӑвӗсене йӗркелеме тӳпе хывни ҫинчен пӗлнӗ.
Тӗлпулу малалла пынӑ май ачасем «Абдул-Азиз и Карим. Время героев» комикспа паллашнă. Комикс ӗҫ-пуҫа сӑнлать, унта совет дипломачӗ араб тӗнчипе тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшакан тӗп геройӑн мыскарисем пирки калаҫусем ирттерет. Ку вӑл ҫамрӑк вулакансене пӗлтерӗшлӗ шухӑшсемпе хаклӑхсене лайӑхрах йышӑнма пулӑшакан ҫутӑ та илӗртӳллӗ формат. Комикс сюжетĕнче чӑн пулӑмсене тӗпе хунă.
Комикс пирки сӳтсе явни питӗ кӑсӑклантарнă: хутшӑнакансем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарнă. Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене вулама, Тӑван ҫӗршыва юратма, аталантарма пулӑшасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.