

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Затейники» вӑтам ушкӑнра Анне кунне халалланӑ уяв мероприятийӗ иртнӗ. Ачасем амӑшӗсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнă: «Ылтӑн анне» юрра шӑрантарнă, сӑвӑсем каласа панă, «Канфет-ачасем» шӳтлӗ ташӑ ташланă.
Ачасем ҫутӑ сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн Женьӑн амӑшӗ Елена Петровна Герасимова пурне те «Анне валли парне» ӑсталӑх класне чӗннӗ.
Ачасемпе аслисем амӑшӗсем валли пӗрле открытка тунӑ. Хутшӑнакансем пурте пӗр-пӗринпе юнашар пулма питӗ пысӑк вӑй-хал, киленӳ тата май тупнă.
Тавах хаклӑ аннемӗрсене вӗсен ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ӑшшипе юратӑвӗшӗн.
#праздники
#работасродителями
#просвещениеродителейРБ
#родительскоепросвещениеРБ
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.