Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
4 Декабрӗн , 09:28

Аннемӗрсемшӗн хайлавсем

Пишпÿлекри Культура керменĕн Анне кунне халалланӑ уяв концерчӗ умӗн керменӗн фойинче декоративлӑ-прикладной искусство изделийӗсен пысӑк куравӗ уҫӑлнă.

Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем

Пишпÿлекри Культура керменĕн Анне кунне халалланӑ уяв концерчӗ умӗн керменӗн фойинче декоративлӑ-прикладной искусство изделийӗсен пысӑк куравӗ уҫӑлнă. Хамӑр районтан тата Пелепей хулинчен, Приютово поселокĕнчен 16 ӑста хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнă. Кураври кашни ӗҫӗн эстетика хакӗ пур.Тата мӗн пӗлтерӗшлĕ, япаласемпе кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пулать, ҫуртсене, интерьера, тумтире илемлетме пулӑшаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ ҫул-йӗр курма пулать: ротангпа, хут хӑвапа ҫыхасси, йывӑҫран касса кӑларасси, тăмран чӳлмек ӑсталасси, татӑк-кӗсӗксенчен ҫӗлесси, пӑнчӑлла ӳкересси, ҫӑм йӑваласси, шӑрҫа ҫыхасси, макраме, супӑнь пӗҫересси, эрешсем тӑвасси. Ӑстасен пултарулӑхӗпе паллашнӑ май пирӗн ентешсемшӗн савӑнӑҫпа мӑнаҫлӑх туйӑмне туятӑн! Ӑстасен пӗр-пӗринпе паллашма, хутшӑнма, опытпа ылмашăнма май пулнӑ. Тата тӗрлӗ площадкӑсенче пӗрле куравсем йӗркелеме калаҫса татӑлнă.
Курава хутшӑннисене пурне те пысӑк тавтапуç! Сире сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатпӑр! Малашне те пирӗн куракансене савӑнтарасса, тӗлӗнтерессе шанатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club209835833

 

Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Аннемӗрсемшӗн хайлавсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас