Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Декабрӗн , 11:43

Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă

Вӑйӑсем ӑс-тӑн пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫакӑ ача-пӑча аталанӑвӗшӗн, паллах, усӑллӑ.

Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă

Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă. Унта хутшӑнакансем шашкӑпа шахмат правилисене алла илнӗ, шахмат кӗлеткисен ячӗсене тата вӗсем вӑйӑ хирӗнче мӗнле вырнаҫнине тишкернӗ. Кӗҫӗн ачасем хӑйсен юмахӗсене хайланӑ, пукане спектаклӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех ачасем пазлсем пухса легоран конструкциленӗ. Кашни ача хӑйӗн логика шухӑшлавӗн ӑсталӑхне, тавҫӑрулӑхне кӑтартнӑ. Вӑйӑсем ӑс-тӑн пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ, ҫакӑ ача-пӑча аталанӑвӗшӗн, паллах, усӑллӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club131542087

 

Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли «Игротека» пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас