Хушăлкари ял библиотекинче ача сачӗн воспитанникӗсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли паллашу экскурсийӗ пулнă. Ҫамрӑк хӑнасем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейне халалланӑ кӗнекесен экспозицийӗсемпе паллашнă. Куравсенче пирӗн ҫӗршыва сыхланӑ паттӑрсем ҫинчен каласа паракан хайлавсене тӑратнӑ.
Чӑваш халӑхӗн культурипе историне халалланӑ «Чӑвашсен еткерлӗхӗ» курав кулленхи пурнӑҫ япалисене, наци тумӗсен пайӗсене кӑтартса паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа панă. Курав культура еткерлӗхне упрамалли пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Пушкӑртстан Республикипе Пишпӳлек районӗ ҫинчен калакан информаципе «Пушкӑртстан – Урал ахахӗ» куравра паллашма май пулнă.
Малалла ачасем ача-пӑча кӗтесне кӑсӑклансах тишкернӗ, унта тӗрлӗ жанрлӑ ҫутӑ та илӗртӳллӗ кӗнекесем тӑратнӑ. Экскурси ачасене кӑмӑллӑ тӗлӗнтернӗ, ашшӗ-амӑшĕсене шухӑшлама апат панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.