Ҫӗнӗ ҫул умӗн Кистенлӗри тĕп шкулта «Ҫулталӑк символӗ» ал ӗҫӗсен йӑлана кӗнӗ пултарулӑх конкурсӗ пулнă. 1-4 классенче вӗренекенсем унта пысӑк хастарлӑхпа хутшӑннă, шкул рекреацийӗсене чӑн-чӑн асамлӑ мастерскойне ҫавӑрнă.
Конкурс тӗллевӗ ал ӗҫ ӑсталасси кӑна мар, уяв атмосферине путасси, фантази кӑтартасси тата пултарулӑхпа савӑнасси пулнӑ. Шкул ҫамрӑк ӑстисем ҫак тӗллеве питӗ лайӑх пурнӑҫланă.
Кашни ӗҫ хӑйне евӗрлӗ. Кун пек конкурса хутшӑнни – ача аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ утӑм. Вӑл
Конкурс ӗҫӗсен куравӗ шкул пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса тӑнă, Çӗнӗ ҫул умӗнхи кӑмӑла ҫӗкленӗ, пурне те йӑл кулӑ парнеленӗ.
Район конкурсне парӑнтарма кайиччен ҫӗнтерӳҫӗ лашасем шкул елки ҫине вырнаҫнă. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем хӑйсен алӗҫ-теттисене туратсем ҫине мӑнаҫлӑн ҫакнă, пурте вӗсен пултарулӑхӗпе киленме пултарччӑр тесе, унтан чи лайӑх ӗҫсене район тапхӑрне хутшӑнма янă.
Пурте пысӑк маттурсем. Пултарӑр, шухӑшласа кӑларӑр, тутанса пӑхӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри тĕп шкулăн социаллă сетьри страницинчен.