Хушăлкари ял библиотекинче «Пушкин картти» программӑна пурнӑҫланӑ май «Кӗмӗл ӗмӗр тата ретрокино» ятлӑ литература дилижансӗ йӗркеленӗ.
Унта хутшӑнакансем командӑсене пайланнă та тапхӑрсенчен иртсе ҫулҫӳреве тухнӑ, вӗсен хушшинче:
«Поэзи тытӑҫӑвӗ» тапхӑр: командӑна кӗмӗл ӗмӗрти поэтсен хайлавӗсенчи йӗркесене аса илсе цитатӑлама минут параҫҫӗ. Юлашки сӑвва вӑхӑт вӗҫлениччен ят панӑ команда балл илет.
«Сӑнсем тата фильмсем» тапхӑр: командӑсем ретро-кинолентăсен актерӗсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен тата вӗсенчен илнӗ сыпӑксенчен коллаж пӑхаҫҫӗ, хутшӑнакансем актер тата литература хайлавӗ ҫинче никӗсленнӗ фильма калаҫҫӗ.
«Систерӳ тупсӑмӗ» тапхӑр: командӑсем сӑвӑсен е йӗркесен «тепӗр майлӑ» ячӗсене уҫса параҫҫӗ.
«Истори янравӗ» тапхӑр: хутшӑнакансем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи истори пулӑмӗсемпе культура феноменӗсене архиври сӑнӳкерчӗксем, мемуарсемпе кинокадрсем тӑрӑх палӑртаҫҫӗ.
Ачасем хӑйсен пӗлӗвӗсемпе тӗлӗнтернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public131542087