«Пушкин картти» программипе килӗшӳллӗн Пишпӳлек районĕнчи ача-пӑча библиотеки «Кӗҫӗн тӑван çӗршыв страницисем» литература программи ирттернӗ.
Ачасем тӑван ен историйӗпе паллаштаракан вӑййа хутшӑннă, вӑл пирӗн республикӑн кӑна мар, Пишпӳлек районӗн тӗрлӗ пулӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те кӗртнӗ. Вӑйӑ виҫӗ раундпа иртнӗ. Историпе литература темипе кӑна мар, тавҫӑрулӑхпа та ыйтусем панӑ. Мероприятие хутшӑнакансене пулӑшма «Пирӗн тӑван ҫӗршыв - Пишпӳлек», «Пишпӳлек: иртни тата хальхи», «Пишпӳлек районӗнчи паллӑ ҫынсем», «Шӑнкӑртатакан ҫӑлкуҫсен, шывлӑ улӑхсен, вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрмансен таврашĕнче» кӗнекесем тӑратнӑ, вӗсенче ыйтусен тупсăмĕсене тупма май пулнӑ. Хутшăнакансем хӑйсен пӗлӳ саппасне кӑна кӑтартман, лайӑх туйӑм зарячӗ те илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221