Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Декабрӗн , 11:48

Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă

Пишпӳлекри «Умка» ача садĕнче уйрӑм уяв – пирӗн юратнӑ Çӗнӗ ҫул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллӑ тунă. 

Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă
Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă

Пишпӳлекри «Умка» ача садĕнче уйрӑм уяв – пирӗн юратнӑ Çӗнӗ ҫул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллӑ тунă. Ачасем пурте ҫак асамлӑ пулӑма хаваспах хутшӑннă.

Ир пултарулӑх занятийӗсенчен пуҫланнă: ачасем хӑйсене чӑрӑш ҫинче шыраса тупнă, «Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ» коллективлӑ ӗҫе пурнӑҫланă, хӑйсен ывӑҫ тупанӗсемпе чӑрӑш теттисене ҫыпӑҫтарнă. Чӑрӑш ҫӑмламас та капӑрланнă.

Паллах, вӑйӑ картисӗр мӗнле-ха? Ачасем капӑрлатнӑ чӑрӑш тавра туслӑ ҫаврӑм явнă, Çӗнӗ ҫулӑн юратнӑ юррисене шӑрантарнă. Кулӑпа савӑнӑҫ ача садне тулнă, чӑн-чӑн асамлӑх атмосферине калӑпланă.

Ҫак кун пуриншӗн те чӑн-чӑн парне пулнă. Чӑрӑш халӗ ача садне илем кӳрет кӑна мар, ача-пӑча чӗрисен ӑшшине те, манӑҫми самантсене те упрать.

Ҫӗнӗ уявсемпе хаваслӑха чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public217412282

 

 

Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă
Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă
Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă
Ача садӗнче Ҫӗнӗ çул чӑрӑшӗн çуралнӑ кунне паллă тунă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас