Чӑрӑш ҫине ҫакма хут лозинчен Çӗнӗ ҫул теттисем те туса пулать иккен: шӑнкӑрав, такана, шарсем, кӑшӑл. Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейинче вара шишкă ҫыхма вӗреннĕ. Ӑсталӑх класне хушма пӗлӳ паракан вĕрентекен Татьяна Владимировна Петрова ирттернĕ. Вăл хăй аллипе хут лозинчен ӑсталанӑ теттесемпе тӗлӗнтернĕ. Татьянӑн хатӗр ӗҫӗсен ҫӑмӑллӑхӗпе илемлӗхӗнче тӑрӑшуллӑ ӗҫ пытанса тӑрать. Ӗҫ валли вара ҫилӗм, хачӑ, хут лози, кӑмӑл тата чӑтӑмлӑх ҫеҫ кирлӗ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ӑсталӑх класне хутшӑнакансем усӑллӑ лайфхаксемпе ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсене ăнкăрнă. Хӑйсен ӗҫӗпе питӗ кӑмӑллӑ юлнă. Ҫак ӑсталӑха малалла вӗренме январьте тӗл пулма калаҫса татӑлнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн Халӑх пултарулӑхӗн галерейин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public209835833