Ҫак уява кашниех юратать,
Ҫак уява кашниех кӗтет.
Ачасемшӗн вӑл чи пӗлтерӗшли,
Чӗнеççĕ ăна — Ҫӗнӗ ҫул!
Пишпӳлекри «Журавушка» ача сачĕн «Пчелки» аслӑ ушкӑнра Çӗнӗ ҫул уявĕ иртнӗ.
Ачасем Хӗл Мучи килессе кӗтнĕ, анчах яланхи пекех юмахсенче япӑх персонажсем курӑнаҫҫӗ. Ҫак персонажсем тилĕ Алисапа Базилио кушак пулнӑ, вӗсем ачасен уявне пӑсасшӑн пулнӑ, асамлӑ теремокăн ылтӑн ҫӑраҫҫине вӑрланӑ.
Анчах Хӗл Мучи, Юрпике лару-тӑрӑва тӳрлетнĕ, ачасене уява пӑсма паман. Юрпикепе Хӗл Мучи килсен чӑн-чӑн уяв пуҫланнă: ачасем «Ах, мӗн тери лайӑх, ырӑ Хӗл Мучи», «Каллех Çӗнӗ ҫул уявӗ» вӑйӑ картине тунă, ашшӗ-амӑшӗпе «Пӗчӗк чӑрӑша хӗлле сивӗ», «Урра! Хӗл ҫитрӗ!» хаваслӑ ташă ташланă, «Хӗл Мучипе юр пӗрчилле», «Хӗл Мучи тата паровоз» вӑйӑсем вылянă, хӗрачасем Юрпикепе пӗрле юр пӗрчисен ташшине ташланă, кашни ача Хӗл Мучипе Юрпикене сӑвă вуласа панă, уяв вӗҫӗнче ачасем Хӗл Мучирен ҫӗнӗ ҫул парнисем илнĕ.
Уяв хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ пулнă, кӑмӑллӑ курӑмсемпе эмоцисем нумай хӑварнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710