Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
25 Декабрӗн 2025, 07:16

Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ

Ҫамрӑк Гварди хастарӗсем Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн «Театралы» кружокӗнче вӗренекенсемпе пӗрле Пишпӳлек районӗнчи ачасемпе ҫул ҫитменнисен социаллӑ приютне ҫитсе курнӑ.

Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗАчасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ

Эпир пурте мӗн пӗчӗкрен юмах вулама юрататпӑр. Вулама пӗр енчен лайӑх, тепӗр енчен, юмаха ӑна чӑннипе чӗрӗ актерсемпе курсан кӑсӑкрах пулса пырать.
Ҫамрӑк Гварди хастарӗсем Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн «Театралы» кружокӗнче вӗренекенсемпе пӗрле юмах парнелеме шут тытнӑ.
Вӗсем Пишпӳлек районӗнчи ачасемпе ҫул ҫитменнисен социаллӑ приютне ҫитсе курнӑ.
Ҫамрӑк актерсем ачасене ырӑ туйӑмсем парнеленĕ, «Ҫӗнӗ ҫул шӑв-шавӗ» яр уҫҫӑн та интереслӗ представлени кӑтартнă.
Ҫамрӑк гвардеецсем юр чӑмӑрккисемпе уҫӑ вӑйӑсем, хӗллехи тата Çӗнӗ ҫул тематикипе интереслӗ тупмалли юмахсем тата пазлсем хатӗрленӗ.
Ачасем вӑйӑ карти тунă, юрӑсем юрланă, ташланă, флешмоба хутшӑннă. Ачасем пурте сӑвӑсем хатӗрлесе Хӗл Мучие каласа панă.

Юмах аслисене те, ачасене те килӗшнӗ. Ачасене пурне те телей, сывлӑх ӑнӑҫу сунатпăр.
Ҫак тӗлӗнмелле чаплӑ уявшӑн пур хутшӑнакана та тавтапуҫ!

#НовыйГодВКаждыйДом

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

 

 

Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Ачасем валли Çӗнӗ ҫул юмахӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас