

Декабрь уйӑхӗ тӑршшӗпе Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн «Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа» пӗрлешӳре Хӗл Мучин мастерскойӗ ӗҫленӗ.
Пултаруллӑ ӑстасем Хӗл Мучие уява илемлетме пулӑшнӑ. Унпа пӗрле вӑтам аттестаци витӗр тухнӑ, унта чӑн-чӑн шӑрҫа чӑрӑш валли эрешсем ӑсталанӑ. Пӑхӑр-ха, ун ҫинчи теттесене ачасем ҫыхнӑ.
Конкурса хутшӑнма хатӗрленнӗ, чӑрӑшсем, Çӗнӗ ҫул геройӗсене тата ҫулталӑк символне - лашана - тӗрленӗ. Питӗ аван пулса тухнă.
Ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ачасем пурте программӑна алла илнĕ, шӑрҫапа явасси ӑсталӑхӗ пирки нумай интереслӗ япаласем пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663