

Алексеевка ялӗнче уяв, Çӗнӗ ҫул мероприятийӗ иртнӗ. Чӑрӑш умне аслисемпе ачасем пуҫтарӑннă.
Хастар ҫынсене ҫуртсене Çӗнӗ ҫула чи лайӑх илемлетнӗшӗн парнесем панӑ. «Все для фронта-Бижбуляк» общество юхӑмӗн ертӳҫи Эллина Загидовна Суфьянова «Башкортостан» мотострелоксен полкӗн командирӗнчен «Вместе сильнее» Алексеевкăри волонтерсен юхӑмне хутшӑнакансене тав ҫырӑвӗсем панă.
«Улмуҫҫи пахчи ачасен куҫӗпе» ӳкерчӗксен конкурсӗн ҫамрӑк таланчӗсем пылак парнесем илнĕ.
Пӗчӗк ял ҫыннисем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе асамлӑх атмосферине путнӑ. Ачасем мероприятие хаваспах хутшӑннă, савӑннă, вылянă, сӑвӑсем каласа панă.
Пурте савӑнакан уяв пулсан мӗн тери аван. Вӑхӑтпа та, уҫлӑхра та, ӳсӗмре те чикӗсене пӗлмен уяв. Паян эпир Ҫӗнӗ ҫул патне тата пӗр утӑм ҫывхартăмăр!
#ППМИ2026
#Пушкӑртстан
#Пишпӳлек районӗ
#Алексеевка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh