

Ҫӗнӗ ҫул - чи юратнӑ, тахҫантанпах кӗтнӗ уяв. Ачасемшӗн вара Ҫӗнӗ ҫул - чӑн-чӑн юмах, асамлӑх тата нумай парне.
Ҫĕнĕ çул умӗн Çирĕклӗри ял клубӗнче ачасен ҫӗнӗ ҫулхи «Юрлӑ юмах» уявĕ пулнă. Юмахри паттӑрсем: Хӗл Мучи, Юрпике, лаша, Тихон мучи уяв тӑршшӗпе пӗчӗк хӑнасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшĕсене Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнтермӗшӗсен асамлӑхне явӑҫтарнӑ, ачасем вӑйӑ картинче ҫаврӑннӑ, юрӑсем юрланӑ, конкурссене хутшӑннӑ. Ачасен кашнин хӑйне евӗрлӗ илемлӗ тумтир пулнӑ.
Залра уяв атмосфери хуҫаланнă.
Хӗл Мучи ачасене сӑвӑ вуланӑшӑн пылак парнесем валеҫсе панӑ, вӗсене сывлӑх, вӗренӳре ӑнӑҫусем тата телейлӗ те шухӑшсӑр ачалӑх суннӑ.
Мероприяти ӑшӑ, хаваслӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ. Пурте хастарлӑхпа илемлӗ кӑмӑл-туйӑм илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклӗ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128