Кистенлӗри Культура ҫуртĕнче уяври туслӑ атмосферӑра «Юлташсемпе пĕрле» Ҫӗнӗ ҫул кану каҫӗ иртнӗ.
Каҫа хутшӑнакансем валли хаваслӑ вӑйӑсемпе, кулӑшла конкурссемпе тата хӗрӳ ташӑсемпе Çӗнӗ ҫул программи йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ, уяв декорӗ тата Çӗнӗ ҫул кӗввисен лӑпкӑ янӑравӗ – ҫакă пурте ырӑ уяв атмосферин туйӑмне ҫуратнӑ.
Хӑнасем хаваслӑ конкурссене хаваспах хутшӑннă, ҫӗнӗ ҫулхи тата хӗллехи юрӑсене темиҫе сӑмахранах чухласа вӗсене хорпа шӑрантарнă, ҫӗнӗ ҫул юррисене инсценировкӑланă, ҫавӑн пекех ташӑ марафонӗнче хӑйсене кӑтартнă.
Хӗл Мучи пурне те Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланă.
Ҫак кану каҫӗ уяв умӗн пурне те ырӑ вӑй-хал, ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291