Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
3 Кӑрлач , 13:42

Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул

Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗ иртнӗ ӗмӗрти атмосфера вуншар ҫул иртсен те чӗрӗ, ҫивӗч пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе панă.

Шӑпах 2025 ҫулхи декабрен 30-мӗшӗнче музыкӑпа ташша кӑмӑллакансене пурне те 90-мӗш ҫулсенчи асамлӑ тӗнчене «Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул» тематика каҫне путма чӗннӗ.
Хӑнасене ҫав вӑхӑтри манӑҫми хитсем, ҫутӑ костюмсем тата позитив тинӗсӗ кӗтнӗ. Викторинӑсемпе конкурссем хатӗрленĕ, хутшӑнакансен 90-мӗш тапхӑрти музыкӑпа мода тата культура ҫинчен пӗлӗвне тӗрӗсленĕ. Кашни тӗрӗс хуравшӑн унта хутшӑнакансене ҫав вӑхӑтри чӑн-чӑн реликвипе - «Лав ис» чӑмлакпа - чысланă. Чи нумай чӑмлак ҫӗнсе илнисем каҫ вӗҫӗнче парнесем илнĕ.
Мероприятире кил таврашӗнчи территорие Çӗнӗ ҫула илемлетнин конкурне пӗтӗмлетнĕ. Пишпӳлек ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Владислав Иосифович Петров ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламласа парнесем панă.
Чуна пырса тивекен самант кӗске вӑхӑтлӑх отпуска килнĕ СВОна хутшӑнакансем, ашшӗпе ывӑлӗ тухса калани пулнă.
Каҫ эмоцисемпе кулӑ фейерверкӗпе вӗҫленнӗ. Хӑнасем пурте хӑйсене каллех ҫамрӑк, ним шухӑшсӑр, вӑй-халпа тулнӑ пек туйма пултарнă, MTV тата VHS-кассетӑри видеоклипсем чечекленнӗ саманана тавăрнă тейӗн.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh?from=groups

Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Вӑхӑт каялла: 90-мӗш çулсен ритмӗнчи Çӗнӗ ҫул
Автор: Марина Иванова
Читайте нас