Декабрӗн 30-мӗшӗнче кӑнтӑрла, Йăлпăлакра ППМИ-2025 программăпа тӑррине юсанӑ хыҫҫӑн ялти Культура çуртне савӑнӑҫлӑ уҫни, ҫав кунах каҫхине Культура çуртĕнче Çӗнӗ ҫул уяв мероприятийӗ иртнӗ.
Мероприятире Пишпӳлек ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Петров, администраци пуҫлӑхӗн экономика, инвестици политикипе предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Александрович Семенов хутшăннă, пухӑннисене ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламланă. Владислав Иосифович Çӗнӗ ҫула ҫурчӗсене чи лайӑх илемлетнӗшӗн хастарсене парнесем панă, Александр Семенов Пишпӳлек муниципаллӑ район администрацийӗ ятӗнчен ял старостине Алексей Витальевич Васильева хастар пурнӑҫ позицийӗшӗн, ял пурнӑҫне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗ панă.
Хастарсем куракансене «Пӳрт иронийӗ, е ҫӑмӑл мар паспа» чаплӑ спектакльпе савӑнтарнă, ташӑ, юрӑ-кӗвӗ пурччӗ-ха. Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗ чаплă иртнӗ.
Пурӑнакансене юсав хыҫҫӑн ҫӗнетнӗ Культура çуртĕнче культурӑпа массӑллӑ мероприятисем май пур таран час-часах ирттерме сунатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh?from=groups