Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче юрӑ-ташӑпа тулнӑ каҫ иртнӗ. Ҫамрӑксем ташӑ лапамӗнче юратнӑ кӗвӗсемпе киленсе иртнӗ ӗмӗрти атмосферӑна путнӑ. Анчах ташӑ программӑн пӗр пайӗ кӑна пулнӑ!
Хӗрӳ ташӑ хыҫҫӑн каҫа хутшӑнакансем корта куҫнă, унта тенниспа туслӑ матчсем йӗркеленĕ.
Унтан пурне те "90-мӗш ҫулсенчен салам" курав кӗтнӗ. Атмосферăллă экспозици хӑнасене ҫутӑ аса илӳсемпе тулнӑ саманана янă. Ҫав ҫулсенчи сӑнӳкерчӗксем, музыка кассетисем, видео кассетӑсем, магнитофонсем, вӑйӑ приставкисем туйӑмсен тинӗсне тата хӗрӳ калаҫусене хускатнă.
#мелодиядлямолодежи #приветиз90х #танцыитеннис
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023