Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Кӑрлач , 15:07

Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ

Хушăлкари Культура çурчӗ пӗчӗккисене валли алӑка яри уҫнă, вӗсене «Юрлӑ патшалӑхра, шартлама сивӗ патшалӑхра» чуна тыткӑнлакан мыскара сӗннӗ.

Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ
Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ


Раштав умӗн январĕн 6-мӗшӗнче Хушăлкари Культура çурчӗ пӗчӗккисене валли алӑка яри уҫнă, вӗсене «Юрлӑ патшалӑхра, шартлама сивӗ патшалӑхра» чуна тыткӑнлакан мыскара сӗннӗ.
Уяв ҫак ҫутӑ куна халалланӑ раштав йӑлисемпе халӑх сӑнавӗсем ҫинчен илӗртӳллӗ калавпа пуҫланнă.
Унтан ачасем кӑсӑк ӑмӑртусен черетне путнă. «Ҫӗнӗ ҫул мультфильмӗсен музыка калейдоскопӗ» вӑйӑра вӗсем юратнӑ мультфильмсенчен палланӑ кӗвӗсене ҫӑмӑллӑнах палӑртса вӗсен персонажӗсен ячӗсене аса илнӗ. «Хӗллехи йӑпану» ӑмӑрту пуҫватмӑшсемпе ребуссене татса пама, ҫавӑн пекех «Православи йӑли-йӗрки» тата «Раштав сӗтелӗ» викторинӑсенче эрудицие тӗрӗслеме сӗннӗ.
Хутшӑнакансем пурте питӗ савӑннă, хӑйсен пӗлӳ багажне пуянлатнă!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public116068194

 

 

 

 

Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ
Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ
Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ
Хушăлкара Раштав уявĕ иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас