Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене пӑр ҫинче ирттересси ҫулсерен йӑлана кӗнӗ ĕнтĕ. Кӑҫал та «Раштав умӗн» пӑр ҫинче дискотека пулнă.
Хоккей курупкинче Пишпӳлекри Çамрӑк гвардеецсем Хӗл Мучипе тата Юрпикепе пӗрле мероприятие хутшӑнакансем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ.
Хаваслӑ вӑйӑсемпе конкурссем, ҫӗнӗ ҫул тата хальхи юрӑ-кӗвӗ мероприяти тӑршшӗпе янӑранă.
Унта хутшӑнакансем Хӗл Мучипе Юрпикерен ҫутӑ эмоцисемпе пылак парнесем илнӗ.
Уйрӑмах хӑйне евӗрлӗ фотозона асра юлнă, унта кашниех асӑнмалӑх курӑмлӑ ӳкерчӗксем тума пултарнă. Декорацисене хӗллехи юмах стилӗпе пурнӑҫланӑ, атмосфера савӑнӑҫпа, хӑтлӑхпа тулнӑ.
Дискотека вара чӗртсе яракан флешмобпа вӗҫленнӗ.
Кашни хӑнана хутшӑннӑшӑн, илемлӗ кӑмӑлӑршӑн тавтапуҫ! Уяв аса илӗвӗсем сире ҫитес ҫул пӗтӗмпех ӑшӑтччӑр!
#ДискотекаНаЛьду
#БашМолодежь
#Росмолодежь
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916