Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Кӑрлач , 11:29

Михайловкăри Культура çуртĕнче Раштав улахӗсем ирттернӗ

Михайловкăри Культура çуртĕнче «Ку юмахри Раштав» раштав улахӗсем ирттернӗ.

Михайловкăри Культура çуртĕнче Раштав улахӗсем ирттернӗ
Михайловкăри Культура çуртĕнче Раштав улахӗсем ирттернӗ

 

Михайловкăри Культура çуртĕнче «Ку юмахри Раштав» раштав улахӗсем ирттернӗ.

Программа пынӑ май Раштав уявӗн йӑли-йӗркисем ҫинчен калаҫнă, уяв сӗтелӗ ҫине мӗнле апат-ҫимӗҫ лартмаллине аса илнĕ. Улаха хутшăнакансем викторинӑна хутшӑннӑ, скороговоркӑсене тепӗр хут каланӑ, тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнӗ, вӗри чейпе ырӑ кӑмӑл хӑнасене ӑшӑтнӑ.

Раштаври улахсем пек мероприятисем ҫынсен кулленхи пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ аталантарма пулӑшаҫҫӗ, чунлӑ та хаваслӑ хутшӑнма питӗ лайӑх сӑлтав пулса тӑраҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Михайловкăри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club48252982

 

Михайловкăри Культура çуртĕнче Раштав улахӗсем ирттернӗ
Михайловкăри Культура çуртĕнче Раштав улахӗсем ирттернӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас