Раштав — христиан культуринчи чи пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри, мир, шанăç тата ҫӑлӑнӑҫ символӗ. Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Асамлӑ уяв – Раштав» тӗлпулу калаçăвĕнче унта хутшӑнакансем ҫак ҫутӑ кун нумай интереслӗ йӑла-йӗркепе ҫыхӑннине, вӗсем ӑруран ӑрӑва куҫса пынине, халӗ те хӑйсен ҫивӗчлӗхне ҫухатманнине пӗлнĕ, ку истори, йӑла-йӗрке, ҫак кун хатӗрлеме йышӑннӑ апат-ҫимӗҫ. Тĕлпулăва хутшӑнакансем тупмалли юмахсен тупмаллисене тупнă, паллӑсем ҫинчен калаҫнӑ, "Пирӗшти" тунӑ. Пӗрлехи тӗлпулусем Раштав хӑтлӑхӗн атмосферине йӗркеленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.