Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Кӑрлач , 11:33

Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ

«Дюймовочка» ача садӗнче «Чӑрӑшпа сывпуллашни» йӑпану ирттернĕ.

Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ

Ҫӗнӗ ҫул-юмахри тӗлӗнтермӗшпе асамлӑха ялан кӗтни, тӗлӗнтермӗшсенчен пӗри илемлетнӗ чăрăш.

Анчах уяв вӗҫленет, кулленхи кунсем пуҫланаҫҫӗ, пирӗн чиперккепе сывпуллашма та вӑхӑт ҫитет.

 Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче «Дюймовочка» ача садӗнче «Чӑрӑшпа сывпуллашни» йӑпану ирттернĕ, унта ачасем черетлӗ хут чиперке чăрăшпа тӗл пулнă. Ачасем патне хӑнана Карчăк-Яга килнӗ, ачасем юрланӑ, ташланӑ, юратнӑ вӑйӑсем вылянӑ, сӑвӑсем каланă. Ачасен савӑнӑҫӗн чикки пулман.

Кайран вара ачасем симӗс пикене хӑйсен кӑмӑлӗсене каласа панă, вӑйӑ-юрӑпа ҫӗнӗ тӗлпулусем пуличчен сывпуллашнă. Шӑп тепӗр ҫултан каллех хаваслӑ Çӗнӗ ҫул уявӗсем ҫитӗҫ-ҫке. Каллех хӑнана Хӗл Мучипе Юр Пике килӗҫ, вӗсемпе пӗрле хӑйӗн асамлӑ ҫӗнӗ ҫул тумӗпе йӑлтӑртатакан симӗс пике – елкă та. Вара ачасем хаваслӑ вӑййа ҫаврӑнӗҫ, кулӑ, кӗвӗ илтӗнӗ. Каллех ача телейӗпе ҫуталӗҫ ача куҫӗсем.

Йăпану вӗҫӗнче ачасем тепӗр Ҫӗнӗ ҫулччен чӑрӑшпа сывпуллашнă.

 

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/public210640610

 

 

Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Ача садĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕпе сывпулашни иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас