#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей артисчӗсене професси уявӗпе — кӑҫал январӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут паллӑ тӑвакан Артистсен кунӗпе-саламланӑ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗн саламне Раҫҫей президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко культура ӗҫченӗсене чысланӑ церемонире вуласа панă. Ҫырӑвӑн текстӗнче президент Артистсен кунӗнче ҫӗршыв хӑйне, пултарулӑхне тата пултарулӑх вӑй-халне театр сцени тата кинематографа, эстрада тата цирк искусствине халалланӑ професси пӗрлӗхӗн тивӗҫлӗ представителӗсене чысланине палӑртнӑ.
Путин уява тарӑн символлӑ тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна тӑван ҫӗршыв тата тӗнче культуринче ҫутӑ пулӑм пулса тӑнӑ театр режиссерӗ тата актер, тӗнчипе паллӑ пултарулӑх шкулне йӗркелекен Константин Станиславский ҫуралнӑ куна халалланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.
https://iz.ru/2026264/2026-01-17/putin-pozdravil-rossiiskikh-akterov-s-professionalnym-prazdnikom